Учитель кунӗ ячĕпе саламлар-и?

Учитель кунӗ ячĕпе саламлар-и?


Авăн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ишек шкулӗн 7-мӗш класӗнче "Учитель кунӗ" темӑпа заняти иртрĕ. Чи малтанах Леонтьева А.А. ачасене шӑп икӗ ҫул каялла Донецкпа Луганск Халӑх Республикисем, Запорожье тата Херсон облаҫӗсем референдум хыççăн Раççей Федерацийĕпе ҫӗнӗрен пĕрлешнине аса илтерчӗ. Унтан "Учителе саламлани", " Учительсӗр тӗнче" видеороликсем, "Зарница" фильм пуҫламӑшне пӑхрӗҫ, тишкерчӗҫ, пӗтӗмлетсе хӑварчӗҫ: "Вӗрентекен ӗҫӗ йывăр, сӑваплӑ, чыслă, ҫавӑнпа вӗсене хисеплемелле"
❓ Ачасем., эсир учительсене хисеплетӗр-и?