Паян, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ишек шкулӗн 8-11 класӗсенче вĕренекенсем "Ҫӗнтерӳ диктанчĕ" ("Диктант Победы ") ҫырчӗҫ. Истори вӗрентекенӗсем Романов П.М. тата Леонтьева А.А. ачасене саламласа ӑнӑҫу сунчӗҫ. Пӗтӗмпе 25 вӗренекен хутшӑнчӗ. Ачасем 25 ыйту ҫине хуравларӗҫ. Вĕсем кӑсӑклӑ пулнине палӑртрӗҫ. Тепĕр ҫул та хутшăнасси пирки каларӗҫ.