Викторинӑна хутшӑнар-и?

Викторинӑна хутшӑнар-и?



Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ишек шкулӗн 5-6 класӗсенче вĕренекенсем хушшинче чӑваш чĕлхине халалланă "Тăван чĕлхе — атте-анне чӗлхи" викторина иртрĕ. Чи малтанах ачасене чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Леонтьева А.А. ҫитес уяв ячĕпе саламларӗ, унтан ӑнӑҫу сунчӗ. Вĕренекенсем тӑрӑшсах 20 ыйтăва хуравларӗҫ. Пиллӗкмӗшсем улттăмĕшсенчен маттуртарах пулчӗҫ, ҫӗнтерчӗҫ.
Маттурсем!