Сывлӑхлӑ пулас тесе тӑрӑшар-и?

Сывлӑхлӑ пулас тесе тӑрӑшар-и?



Кăрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ишек шкулӗн 6 класӗнче "Сывлăх пурлӑхран хаклӑ" темӑпа класс сехечĕ иртрĕ. Ачасем икĕ ушкăна пайланса тӗрлӗрен ӗҫсем пурнӑҫларӗҫ: кластер, диаграмма турӗҫ, ваттисен сӑмахӗсене йӗркелерӗҫ, тӗрӗс апатланмалли ҫинчен калаҫрӗҫ, "Тӗрӗс, тӗрӗс мар" вӑйӑ ирттерчӗҫ. Класс ертӳҫипе Леонтьева А.А. пӗрле ҫак ыйтусене пӑхса тухрӗҫ: Мӗн вăл сывлăх? Сывлăхлă пуласси мӗнрен килет? Сывлăхлă пулас тесен мӗн -мӗн тумалла? Юлашкинчен ваттисен сӑмахӗсемпе пĕтĕмлетӳ турӗҫ.
❓Сывлăхлă пулас тесен мӗн-мӗн тумаллине эсир пӗлетӗр-и?