Ҫыравҫӑсене манмастпӑр

Ҫыравҫӑсене манмастпӑр



Кăрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче шкул ҫумӗнчи лагере ҫӳрекенсем чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Леонтьева А.А. Петӗр Хусанкай пурнӑҫӗпе пултарулăхĕ ҫинчен каласа панине тимлĕн итлерӗҫ, презентаци пӑхрӗҫ. Унтан чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ П.П. Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланă викторинӑна хутшӑнчӗҫ. "Чӗкеҫсем" ушкăн мала тухрĕ.
Эсир ҫыравҫӑсен пултарулăхĕпе кӑсӑкланатӑр-и?