Анне чӗлхи-чӑваш чӗлхи.

Анне чӗлхи-чӑваш чӗлхи.


Паян-тӗнчери тӑван чӗлхесен кунне халалласа иккӗмӗш, ҫиччӗмӗш классенче уяв иртрӗ. Ачасене ҫак кун мӗнпе паллӑ пулнине директор ҫумӗн канашҫӑ, Кудряшова М.В., тата иккӗмӗш, ҫиччӗмӗш класс ертӳҫисем, Александрова Л.Г., Романов П.М., паллаштарчӗҫ. Вӗренекенсем анне чӗлхи илемлӗ пулнине палӑртрӗҫ, хайлавсене вуларӗҫ, ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗҫ. Уяв ташӑ, юрӑпа вӗҫленчӗ.