Тӑван ҫӗр-шыв паттӑрӗсен кунӗ

Тӑван ҫӗр-шыв паттӑрӗсен кунӗ


Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗ - Тӑван ҫӗр-шыв паттӑрӗсен кунӗ. Ишек шкулӗн 5-мӗш класӗнче вӗренекенсем раштав уйӑхӗн саккӑрмӗшӗнче Ишекри краеведени музейӗнче пулчӗҫ. Унта ҫак куна халалласа ирттернӗ мероприятие хутшӑнчӗҫ. Музей директорӗ Венера Васильевна пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗ. Ишек тӑрӑхӗнчи паттӑрсем ҫинчен каласа панине ачасем тимлӗн итлерӗҫ, тӗрлӗрен ыйтусем пачӗҫ.
Пурне те мероприяти питӗ килӗшрӗ.