Кашни ачашăн тăван амăшĕ хаклă, ырă кăмăллă та сăпайлă, хитре те илемлĕ ҫын.
Анне вăл кил ăшшине, унăн сӳнми вучахне упрать. Кун ҫути парнеленĕ ҫыннăн ăшă та ҫепĕҫ сăмахĕсем чуна тыткăнлаҫҫĕ, пурăнма вăй-хăват параҫҫĕ.
Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче, ҫывхарса килекен уяв ячĕпе, 7 класра хăйне евĕрлĕ класс сехечĕ иртрĕ. Ар ҫын ачасемпе хĕр ачасем тăван амăшĕ валли парне хатĕрлерĕҫ. Хăйсен юратăвне ҫепĕҫ те ăшă сăмахсем каласа палăртрĕҫ, ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм кун-ҫул сунчĕҫ.
Ҫуратса та пăхса ӳстернишĕн,
Ăс панишĕн, ĕҫе вĕрентнишĕн,
Пурнăҫра тĕрĕс ҫул кăтартнишĕн,
Тав тăватпăр, чунтан, аннесем,
Эпир сирĕн тăван ачусем!
Нихăҫан манмастпăр ĕмĕрне,
Маншăн чи хакли, эсĕ, анне!