Нарăсăн 20-мĕшĕнче тăваттăмĕш класра чăваш чĕлхипе уҫă урок иртрĕ. Ачасем «Местоимени» темăпа паллашрĕҫ. Ăна мĕнле пуплев пайĕ вырăнне усă курма пулнине тĕрлĕ ĕҫсем туса ҫирĕплетрĕҫ: карточкăсемпе ĕҫлерĕҫ, ваттисен сăмахĕсене пăхса тухрĕҫ, вĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарчĕҫ, тупмалли юмахсемпе кăткăсланчĕҫ. Ачасене уйрăмах «Асамлă ҫăмха» вăйă кăмăла кайрĕ. Пĕтĕмĕшле урок пурне те килĕшрĕ.