Ватта сума сăвакан - хăй те сумлă пулакан
Çу уйăхěн вăтăрмěшěнче Ишек шкулěн 8-мěш класěнче «Ватта сума сăвакан - хăй те сумлă пулакан» класс сехечě иртрě. Вěренекенсем Л.Саринен «Кукамай» тата А.Николаевăн «Юра асламăшĕ», Г.Волковăн „Ăслă ача” калавěсенчи сăнарсен ěçěсене тишкерчěç; хăйсен асламăшěсемпе кукамăшěсем çинчен ырă, ăшă сăмахсем каларěç; ушкăнсене пайланса кластер, синквейн турěç; ваттисен сăмахěсен пěлтерěшěсене ăнлантарчěç. Класс ертÿçи ачасене тăвансене юратмалли, ватă çынсене хисеплемелли, вĕсене пулăшмалли, ĕçчен пулса ÿсмелли çинчен ас тутарчě; пурнăçра кирек хăçан та «Çын пулма» кирлине каларě. Класс сехетне тĕнчипе паллă педагогăн ( Г.Н.Волковăн) «Ăслă ача» хайлавěнчен илнě сăмахсемпе вěçлерěç: «Ватта сума сăвакан – хăй те ватă пулакан, ватта хурлăх тăвакан – хăй те хурлăх куракан».