2017 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ишекри вăтам шкулăн 7-мĕш класĕнче Чăваш Республикин космонавчĕсем çинчен калаçу иртрĕ. Вĕренекенсем класс ертÿçи А.Г. Николаев , М.Х. Манаров, Н.М. Бударин пирки каласа панине тимлĕн итлерĕç, тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, хăйсем мĕн пĕлнине каларĕç. Кайран класс ертÿçи ачасемпе викторина ирттерчĕ, çĕнтерÿçĕсене мухтарĕ. Вĕренекенсем хăйсем те Тăван çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулма шантарчĕç, космонавтсен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланчĕç.