«Çăварни» уявě

 

       Ишекри вăтам  шкулăн 7 класěнче «Çăварни» уявě çинчен калаçу иртрě. Класс ертÿçи  ěлěк чăвашсем ăна епле ирттерни çинчен каласа пачě. Çăварни эрни ача-пăчашăн та, çитěннисемшěн те чăн-чăн  уяв пулнине, савăнăç кÿнине ăнлантарчě. Ачасем тимлесех итлерěç, тěрлě ыйтусем пачěç. Тепěр çул хăйсем те çак уява хутшăнма кăмăл пуррине палăртрěç.