«Çăкăртан асли çук» уçă мероприяти

 

Нарăс уйăхĕн  22 – мĕшĕнче  Ишек шкулĕн 7-мĕш класĕнче «Çăкăртан асли çук» уçă мероприяти иртрĕ. Чи малтан ачасем çăкăр çинчен калаçу ирттерчĕç, сăвăсем каларĕç, ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарчĕç, презентации пăхрĕç, пĕтĕмлетÿ турĕç. Кайран класс ертÿçи викторина ирттерчĕ. Ачасем икĕ ушкăна пайланса тупăшрĕç. Сĕтел çинче балсем çырнă тăхăр конверт. Вĕсенче тĕрлĕ ĕç панă. Конвертсенчен пĕринче хĕрлĕ карточка пур. Ăна суйласа илсен балсем çунса каяççĕ. Кунсăр пуçне пĕр конвертĕнче симĕс карточка пур. Ăна суйласан балсем икĕ хут ÿсеççĕ. Ачасене вăйă килĕшрĕ, вĕсем питĕ активлă пулчĕç. «Ыраш пучахĕ» ушкăн 20 балл пухса «Ылтăн пĕрчĕсем» ушкăна (вĕсен 12 балл) çĕнтерчĕ.