Юпа уйăхěн çирěм çиччěмěшěнче Ишекри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулта Шупашкар районěнчи чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен районти методика пěрлешěвěн ларăвě иртрě. Ăна Ěç çыннин çулталăкне халалларěç. Ěçлě калаçу хыççăн хăнасем тăпчев ěçěсен презентацийěсемпе («А.Ф.Арбатова – И.Я.Яковлев вěренекенě», «Скворцовсен династийě») паллашрěç, «Ěç çынна илем кÿрет» класс тулашěнчи мероприятие курса хакларěç. Унта пěтěмпе чăваш чěлхипе литературине вěрентекен 20 çын, шкул директорě, музыка вěрентекенě, Ишекри краеведени музейěн ěçченěсем хутшăнчěç. Хăнасем ларупа кăмăллă пулнине палăртрěç, тав сăмахě каларěç.