Асамлă самант.

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче  „Асамлă самант” конкурс-вăйă иртрĕ. Мероприятие 5-мĕш классем хутшăнчĕç. Ыйтусем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: тупмалли юмахсем, шÿтлĕ ыйтусем, ваттисен сăмахĕсем, грамматика тата литература ыйтăвĕсем. Чи маттурри Кольцов Георгий пулчĕ, вăл 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăна Волкова Ольăпа Степанов Дмитрий йышăнчĕç. Ачасене вăйă питĕ килĕшрĕ.