Ишекри вăтам шкулта вун пĕр арçын вăй хурать. Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче хĕрарăмсен коллективĕ Тăван çĕр-шыва хÿтĕлекенсен кунĕ ячĕпе вĕсене пĕчĕк уяв ирттерсе пачĕ.
Саламлани пурне те килĕшрĕ. Çакăн пек уяв ирттерсе панăшăн арçынсен коллективĕ чун-чĕререн тав турĕ, малашне те çĕр-шыва та, пире те (хĕрарăмсене) хÿтĕлеме сăмах пачĕ.